ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Березовкăра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ял çыннисене валли алăкĕсене уçмалла. Çĕнĕ ФАП "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хута кайĕ. Кунта шалти ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех, газ кăна ямалла: алăксем лартнă, раковинăсем вырнаçтарнă, электричество пур, шыв кĕртнĕ, ăна юхтарса кăлармалли тытăм та ĕçлет. Хăй тĕллĕн куçса çỹрейменнисене валли пандус туса пĕтернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн датчикĕсене те вырнаçтарнă. Хĕллехи вăхăтра çивиттине юртан хỹтĕлекен оборудовани те пулĕ. Паянхи кун строительство ĕçĕсене "СКОМ 21" ТЯО пурнăçлать.![]()
Ĕç-пуç епле пынине муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, район больницин тĕп врачĕ Наталья Ельцова тимлĕхре тытаççĕ, ĕçсене пахалăхлă тунине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çĕнĕ ФАП территорине паян-ыран хăтлăх та кĕртĕç. Çитес кунсенче çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтарĕç, медицина препарачĕсем çитерĕç, пациентсене те йышăнма пуçлĕç.
Район больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хута яма 7 миллион ытла тенкĕ кайнă.
Август 2026 |
