ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хальхи вăхăтра Таня ятпа çỹрекенсем сахаллансах пыраççĕ теме те юрать. Апла пулин те пирĕн хушăра пултаруллă Таньăсем пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Хирлỹкассинче çуралса ỹснĕ, Мăн Этмен шкулĕнче вĕреннĕ Татьяна Валерьевна Кузнецова.
Халĕ Таня Шупашкарти медицина колледжĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Медицина енĕпе вĕренме кайма вăл пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренекен хĕр тăрăшулăхпа палăрнă, тĕрлĕ мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăннă. Волейбол, шашкăпа шахмат вăййисене кăмăллакан пике район шайĕнчи ăмăртусемпе турнирсене пĕрре мар хутшăннă, тивĕçлĕ вырăнсене йышăннă.
Яваплăха туйса, хушнă ĕçе ялан пурнăçлакан хĕрупраç кил хуçалăхĕнче те ашшĕ-амăшне пулăшать. Хĕлле-и, çулла-и - ялта ĕç нумай: выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, уттине хатĕрлемелле... Амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, Таня мĕн пĕчĕкрен ĕне касăвне пăхнă, шанăçран пĕрре те тухман. Халĕ те Таня шанса панă ĕçе тулли яваплăхпа пурнăçлать.
Çак илемлĕ ята ашшĕ-амăшĕ хĕр пĕрчие пĕрле панă-мĕн. Ăна Мăн Этменте пурăнакан хăйматлăх амăшне Татьяна Васильевна Горбунована юратнипе тата хисепленипе хунă. Январĕн 25-мĕшĕ Таня Кузнецовашăн çутă уяв пекех пулать пулĕ, мĕншĕн тесен кăмăлĕпе хăюллă та активлă, пурнăçра мĕн кирлине çирĕп куракан хĕрĕн савăнма сăлтавĕ те пур.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
