ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Манăн вăл - чăваш чĕлхи. Эпĕ - чăваш ачи. Вăл - манăн атте-анне чĕлхи. Пĕчĕкренех çак чĕлхепе мана анне сăпкара юрласа сиктернĕ, ăнлантарнă, вĕрентнĕ.
Чăваш чĕлхи питĕ пуян. Вăл çепĕççĕн илтĕнет, чĕкеç кайăк чĕвĕлтетнине аса илтерет.
Çыравçăсем тăван чĕлхе упранса юлтăр, аталантăр тесе тĕрлĕ хайлава кун çути кăтартаççĕ.
Хальхи вăхăтра, ман шутпа, чăваш чĕлхин хăвачĕ чакма пуçларĕ. Чăваш ачисемех вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Çакăнта ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ пур, ку вĕсем тăван чĕлхене хисеплеменнине палăртать. Чăваш чĕлхи ним тума та кирлĕ мар теççĕ хăш-пĕр çынсем, анчах та вĕсем йăнăшаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлместĕн пулсан, эсĕ Чăваш Ене мĕнле юратма пултарăн?
Чăваш чĕлхи ан пĕттĕр тесен пирĕн пĕрле пулса ăна упрама вĕренмелле, ытларах çак чĕлхепе усă курмалла, вăтанмалла мар.
Анна МОРЯКОВА, Мăн Этмен шкулĕ.
Август 2026 |
