ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пур предметпа та аван вĕренекен, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантаракан вĕренекенсем чылай. Çакăн пек маттур вĕренекенсенчен пĕри вăл - 10 А класра пĕлỹ илекен Светлана Юрьевна Пахинова.
Светлана пуçламăш классенченех "пилĕк" паллăсемпе вĕренсе пырса пĕлĕвĕ çирĕп пулнине кăтартать. Вырăс чĕлхипе, математикăпа, биологипе район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнать, ытти предметсемпе - акăлчан чĕлхипе, историпе, чăваш чĕлхипе тата литературипе - призерсен йышне кĕрет. Тин кăна çырма хăнăхакансен республика шайĕнчи конкурсĕнче те çĕнтернĕ вăл.
Вĕренекеншĕн кĕнекепе туслă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах та тавракурăма анлăлатнипе пĕр-лех спортпа туслашма та, ташлама-юрлама та вăхăт тупмалла. Светлана та, çакна тĕпе хурса, хĕрсен командипе пĕрле волейболла выляма çỹрет. Чылай çул хушши ĕнтĕ музыка шкулĕнче пианинăпа калама вĕренет. Район е республика шайĕнчи чылай акцисемпе конкурссене хутшăнать Светлана. Сăпайлă та ырă кăмăллăскер, тулли яваплăхпа вĕренекенскер маттур хĕрупраç ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
