Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Лариса Петрова: «Поэзи — чун киленĕçĕ, журналистика вара — ĕç»

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.07.2026, 20:51 Просмотров: 175

Нумаях пулмасть Алтай Республикипе Алтай тăрăхĕ «Чĕлхе арт-резиденцийĕ. Сăмах кĕвви» Пĕтĕм Раççейри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта хутшăнакансене пуçтарчĕç. Тĕрлĕ халăх чĕлхипе сăвă-калав тата юрă çыракансем вунă кун тĕрлĕ ăсталăх урокне, кăвайтпа камин умĕнчи пултарулăх лабораторийĕсене хутшăнчĕç, тăван чĕлхесене упраса хăварассипе аталантарасси, литература хайлавĕсене интернет хутлăхĕнче сарасси пирки калаçрĕç, хăйсен произведенийĕсем тăрăх виçĕ концерт лартрĕç, видеоклипсем ӳкерчĕç, Алтай халăхĕсен культурипе паллашрĕç. Вунă яш-кĕрĕм хушшинче Лариса Петрова чăваш хĕрĕ те пулнине палăртма питĕ кăмăллă. «Хыпар» Издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕнче ĕçлекен пике поэзи тĕнчипе ачаранах туслашнă. Вулакансем унăн сăввисене интернет уçлăхĕнче асăрхама, радиокăларăмсенче итлеме пултарнă. Хайлавĕсем коллективлă сборниксенче, «Самант», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Сăввисене вырăс тата тутар чĕлхисене куçарнă. Л. Петрова – Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕн Петĕр Ялкир ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Вăл Тĕрĕк тĕнчин çамрăк писателĕсен Стамбулта иртнĕ пĕрремĕш форумне /2017/, Куçаруçăсен Переделкинăри форумне /2022/ хутшăннă. 2024 тата 2025 çулсенче Л.Ю. Север ячĕллĕ «Туслăх çыранĕсем» поэзи куçарăвĕн конкурс-фестивалĕн /Ростов облаçĕ/ дипломанчĕ пулнă. 2024 çулта Александр Пушкинăн сăввине чăвашла куçарса «Александр Пушкин. Мой портрет» конкурс /Мускав/ дипломне тивĕçнĕ. Алтайри кăçалхи пултарулăх çулçӳревĕ еплерех иртни çинчен ыйтса пĕлме Ларисăна хамăр тĕпеле йыхравларăмăр.

— «Чĕлхе арт-резиденцийĕ. Сăмах кĕвви» проекта еплерех лекни çинчен каласа парсам, Лариса.

— Эпĕ çул çӳреме юрататăп вĕт-ха. Литературăна пула ку таранччен Турцире, Ростов облаçĕнче, Крымра пулса курма тӳр килнĕччĕ. Мускава та эпĕ пĕрремĕш хутчен литературăна пулах кайса курнăччĕ. Шухăшларăм та, мĕн тери аван вĕт — чун киленĕçне пула тӳрех темиçе ĕмĕт пурнăçланать. Вара интернетра поэзипе çыхăннă конкурс е фестиваль условийĕсене тăрăшсах шырарăм. Пурте мана каймаççĕ-ха тата — мана шăпах та тăван чĕлхесемпе çыхăнни кирлĕ вĕт. Шыракана Турри те пулăшать çав. Çапла ăнсăртран куç тĕлне кăсăклă информаци пулчĕ — «Чĕлхе арт-резиденцийĕ. Сăмах кĕвви» Пĕтĕм Раççейĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ çинчен. 10 финалиста Алтая чĕнсе илессине пĕлсен хавхалансах ӳкрĕм. «Мĕншĕн вуннă çеç-ши? Лекеймесен те пултаратăп-çке», — иккĕлентĕм çапах. Хамăн ăнăçăва тĕрĕслесе пăхас терĕм вара. Заявкăсене йышăнмалли чи юлашки кун, çур çĕр çитиччен пĕр-икĕ сехет юлсан çеç ярса патăм сăввăмсене. Çав вăхăтра Чăваш Ене пилотсăр вĕçекен аппаратсем килессине пĕлтерчĕç те интернета чарчĕç. «Манăн заявка кайса ĕлкĕрчĕ-ши, ĕклĕреймерĕ-ши? — шухăшларăм хам ăшра. — Ĕлкĕрнĕ пулсан, эппин, манăн Алтайра пулмаллах. Çук тăк — каймалла маррине пĕлтерет ĕнтĕ…»

Тепĕр кунне каç еннелле çеç интернет ĕçлесе кайрĕ. Манăн завкăна йышăннă иккен! Пĕрремĕш ĕç те ярса панă. Хавхаланса ӳкрĕм. Алтай мана кĕтнине чунпа туйрăм. Конкурс тапхăрĕнче пурĕ вунă лекци итлесе кашнин хыççăн киле ĕç тумаллаччĕ. Эпĕ вĕсене те юлашки самантра çеç ярса патăм. Юрать-ха, ĕлкĕртĕм! Унсăр пуçне кашни уйăхра онлайн мелпе квартирниксем, тĕлпулусем иртетчĕç. Унта та çамрăк авторсемшĕн кăсăклă ыйту чылай хускатрĕç. Финалистсен шутне лекесси пирки иккĕленӳ юлманччĕ те — çаплах пулчĕ. Пĕр хăраса ӳкрĕм /инçе çула пĕччен тухасси шиклентерет çапах та/, пĕр савăнтăм. Паллах, савăнăç туйăмĕ вăйлăрах пулчĕ. Вара чăматан хатĕрлеме пуçларăм.

— Вăрăм çула тухасси хăратмарĕ-и? Чăваш нихăçан та пушă алăпа хăнана каймасть. Хăвпа пĕрле мĕн илтĕн?

— Хăратать паллах. Анчах унчченхисене аса илтĕм те лăплантăм. Кашнинчех çула тухас умĕн шикленӳ туйăмĕ çавăрса илетчĕ: «Ăçта каятăп эпĕ? Мĕн шыраса каятăп? Кирлехчĕ-ши ку мана? Ларасчĕ килте», — тесе ятлаттăм хама. Унтан çула тухаттăм та — веçех йĕркеллĕ, чун-чĕре çĕнĕ хавхаланупа тулать. Çавна шута илнипе-ши — хальхинче хама лăпкăрах тытрăм, самолета лайăх кĕрсе вырнаçасси çеç шухăшлаттарчĕ. Манăн багажран нимĕн те кăларса ывăтмĕç-ши терĕм те — йĕркеллех пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, хампа пĕрле сувенирсем илтĕм ĕнтĕ. Тата, паллах, кĕнекесем.

— Проекта пĕрле хутшăннă çынсемпе паллаштарсам. Кампа çывăхрах туслашма май килчĕ?

— Вĕсемпе паллашасси Мускав аэропортĕнчен пуçланчĕ. Унта Калмăк Республикинчен хутшăнакан Арслан Нохаевпа тĕл пултăмăр. Вăл халăх эпосне тĕпе хурса сăвăсем çырать те вĕсене юрра хывать, гитара каласа юрлать. Барнаула çитсен пире хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Вара хампа пĕр пӳлĕме лекнĕ хĕрсемпе чи малтан паллашрăм ĕнтĕ. Малтанлăха пурте сахалрах, асăрханса калаçаççĕ пек. Унтан пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр те тахçанах пĕлнĕ çынсем пекех пуплеме тытăнтăмăр. Программа тăршшĕпе эпир пĕр çĕрте çеç пурăнман, пурĕ тăватă вырăнта чарăнтăмăр. Йĕркелӳçĕсем кашнинчех пӳлĕме расна çынсене вырнаçтарма тăрăшнă — пуринпе те çывăхрах хутшăнма ĕлкĕрччĕр тесе ĕнтĕ. Çапах виçĕ çĕрте те эпир Новосибирскри Крестина Гладкевичпа пĕр пӳлĕме лекрĕмĕр, çавăнпа ыттисенчен ытларах хутшăнтăмăр тесен те юрать. Пушкăртстанран пынă Зарина Назырова тата Альбина Кашапова та мана çывăх пек туйăнчĕç. Иккĕшĕ час-часах пушкăртла калаçатчĕç, вĕсен сăмахĕсене ăнланкалаттăм. «Эсир мана чăвашсем пекех туйăнатăр», — теттĕм вĕсене. Мордовирен пынă Оксана Белкина вара «Хавал» пуçару ушкăнĕн онлайн шкулне хутшăннă, чăваш чĕлхине тишкернĕ. Шупашкарти чĕлхе фестивальне хутшăннине те каларĕ.

— Наставниксем еплерех ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç? Чи йывăрри мĕн пулчĕ саншăн?

— Тĕрĕссипе, ăсталăх урокĕсене наставниксем çеç мар, проект хăнисем те, проект ертӳçи Анжелика Засядько та, пресс-служба ĕçченĕпе видеограф та, çавăн пекех резидентсенчен /пирĕнтен/ пĕри те ирттерчĕç. Эпир çырас ăсталăха туптарăмăр, куçару ĕçĕн вăрттăнлăхне тишкертĕмĕр, унсăр пуçне литература хайлавĕпе кĕвĕ искусствин шайлашулăхне тĕпчерĕмĕр, хамăрăн пултарулăхпа социаллă сетьсем урлă паллаштарма, кăсăклă видео хатĕрлеме вĕрентĕмĕр. Тăван чĕлхепе мультфильм хатĕрлес ĕçе мĕнле йĕркелемеллине те пĕлетпĕр халĕ! Çак ĕçĕн кăткăслăхĕпе «Очы-Бала» мультипликаци студийĕнче паллашрăмăр. Унсăр пуçне «Моревна Project» анимаци студийĕнче те пултăмăр. Наставниксенчен пĕри Анастасия Лосева, коми çыравçи, тăван чĕлхепе ачасем валли кăсăклă вăйăсем хатĕрлет. Пире те ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

— Республика кунĕ ячĕпе мĕнпур чăваша саламласа интереслĕ видео хатĕрлесе социаллă тетеле вырнаçтарнăччĕ эсĕ. Унта проект хастарĕсене те хутшăнтарас шухăш еплерех çуралчĕ?

— Проект хастарĕсене чăвашла мĕн те пулин калаттарас шухăш унчченех пулнăччĕ. Республика кунĕ çитрĕ те — сăлтавĕ тупăнчĕ. Вĕсем савăнсах килĕшрĕç. Çав сăмахсене кайран та каласа çӳрерĕç. Пĕр-пĕрин чĕлхипе кăсăкланни мĕн тери аван вĕт-ха! Сăмахран, эпĕ халĕ хакасла саспаллисене мĕнле вуламаллине пĕлетĕп. Саша Чистобаева сăвă вĕренме пулăшнă чухне хам та чутах вĕренсе çитеттĕм.

— «Ăнлану – телей» сăвву тăрăх видеоклип мĕнлерех хатĕрлени çинчен те каласа парсам.

— Ку вăл Ильмира Гафиятуллинăн ăсталăх класĕ хыççăн пурнăçланă ĕç. Пушă вăхăт никамăн та çукчĕ, кашниех видео ӳкересси пирки хыпкаланса çӳретчĕ. Манăн кадрсене лекнĕ каччăпа хĕр те /Крестина Гладкевич тата Саша Чистобаев/ ахаль çеç уçăлма тухман, сăвă тăрăх клип планне хатĕрлетчĕç. Çав вăхăтра эпĕ хамăн клипа ӳкертĕм. Ăнăçлă ĕçсенчен пĕри пулнăран кайран ятарлă парнене те тивĕçрĕм.

— Вунă кунра виçĕ концерт лартасси никамшăн та çăмăл мар пуль. Мĕнпе савăнтарчĕç, тен, хурлантарчĕç, хăвăр хатĕрленĕ перформанссем?

— Спектакльте выляссипе ăста пулман эпĕ нихăçан та. Сцена çине тухасси те ялан шиклентерет. Çавăнпа çак перформанссем маншăн проектăн чи хамхантаракан пайĕ пулчĕç. Хăшĕ-пĕри хăйне питĕ артистла тытать. Эпĕ ун пек мар. Анчах пирĕн режиссер Аруна Тельбекова кашнин валли номер шухăшласа тупрĕ. Эпĕ Чăваш Ен çинчен çырнă сăввăма каларăм. Стилизациленĕ чăваш тумĕпе тухрăм, алăра — йывăç витре. Хумханнипе сăвă сăмахĕсене манасран хăранипе витре тĕпне телефон хутăм, кирлĕ пулмарĕ. Репетицисен вăхăтĕнче хамăра шкул ачисем пек туйрăмăр. Малтаналăха хусканусене час-часах пăтраштараттăмăр, анчах халăх умне тухмалли вăхăт çитнĕ тĕле вĕренсе çитрĕмĕр. Пĕрремĕш перформанса Алтай Республикинчи Анос салинче лартрăмăр. Наци тумне килĕштернипе пырса сăн ӳкерĕнме ыйтакансем те пулчĕç. Унтан Горно-Алтайск хулинче халăх умне тухрăмăр. Пĕтĕмлетӳллĕ перформанс вара Барнаулта иртрĕ.

— Вĕреннисĕр пуçне ăçта-ăçта пулса курма тӳр килчĕ? Сире тĕрлĕ музея та илсе кайнă. Кашниех мĕнпе асра юлчĕ?

— Çапла. Таçта та çитрĕмĕр, тем те куртăмăр. Барнаулта вырăнти тутарсен пĕрлĕхĕпе тĕл пултăмăр, тутарла юрăсем итлерĕмĕр. Чăвашсемпе кăсăкланаççĕ вĕсем, тăванлăха туяççĕ. Барнаулта Алтай историйĕн, литературин, ӳнерĕн тата культурин музейĕнче çӳрерĕмĕр. Кăвак хĕрарăм çинчен çӳрекен халап чуна çӳçентерчĕ. Горноалтайскра Григорий Чорос-Гуркин музейĕнче пултăмăр. Паллă ӳнерçĕн пĕр куçĕ çеç курнă пулсан та унăн ĕçĕсем çав тери «чĕрĕ». Наци музейĕ çав тери илемлĕ. Унта мĕн тĕрлĕ экспонат çук пулĕ! Укок принцессин мумине те курма тӳр килчĕ. Экспонатсемпе паллашнă май чăвашлăха аса илтерекенни мĕн те пулин тупăнатех, çакă та савăнтарчĕ. Курса çӳремелли, тĕлĕнмелли питĕ нумай.

— Проекта хутшăннă хушăра сăвăсем çырăнчĕç-и?

— Çук-ха, çырман.

— Анжелика Засядько проект ертӳçи паллаштарнă медиапланировани йĕркине пăхăнса ĕçлеме пуçларăн-и?

— Пуçларăм. Медиапланировани мĕн ĕнтĕ вăл? Массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытса хамăрăн пултарулăха анлă сарасси. Эпĕ хам та хаçатра ĕçлетĕп-çке. Çавăнпа ку енчен йывăрлăх çук. План тăрăх телекурава тата радиона çитмеллеччĕ — пурнăçларăм. Унсăр пуçне хам валли тепĕр ĕç палăртрăм — резидентсен сăвви-калавĕсене чăвашла куçарасси. Авăн уйăхĕнче проектăн пирĕн хайлавсенчен пухнă сăвă-юмах кĕнеки тухмалла, вара унăн презентацине те кашни хăйĕн регионĕнче ирттерĕ. Çав вăхăт тĕлне пирĕн видеоклипсем те хатĕр пулмалла. Ӳкерӳ ĕçĕсене Новосибирскри Мода эрнин видеографĕ Вячеслав Фетисов ирттерчĕ, сюжет тĕлĕшĕнчен вара проект командинче тăрăшакан Евгения Такаракова пулăшрĕ. Сăмах май, халĕ монтаж ĕçĕсем пыраççĕ.

— «Чĕлхе арт-резиденцийĕ. Сăмах кĕвви» проекта хутшăннă хыççăн хăвăнтан мĕнлерех пĕтĕмлетӳсем, пысăк ĕçсем кĕтетĕн?

— Литературăри туслăх анлăлансах пырать ĕнтĕ. Ку проект маншăн чăннипех те усăллă пулчĕ. Сăвă çырасси — пĕрре, ăна халăх патне çитересси вара — урăх ĕç. Хамăн сăвăсем тăрăх видеосем хатĕрлеме палăртрăм. Пĕрремĕш тĕслĕх пур ĕнтĕ. Иккĕмĕшĕпе профессионалсем ĕçлеççĕ. Литература вăл пачах та кичем пулăм мар, вăл пурнăçпа тан аталанать. Эппин, хальхи технологисемпе те усă курмаллах.

— Поэзире камран тĕслĕх илетĕн? Камсен пултарулăхне пысăка хурса хаклатăн?

— Ача чухне Петĕр Хусанкайран, Сергей Есенинран тĕслĕх илме тăрăшаттăм. Есенинăн сăввисене халĕ те темиçе йĕркеренех палласа илетĕп, пуçа лайăх кĕрсе юлнă. Хальхи поэтсен сăввисене вуланă май вĕсен хушшинче чуна тивмелле çыраканнисене асăрхатăп, вĕсенчен тĕслĕх илетĕп. Çавăн пекех ытти чĕлхепе çыракансен поэзийĕнчи сăнарлăх чуна тыткăнлать.

— Хушăран мĕнпур ĕçе пăрахса яла куçса каяс, сăвă çырса пурăнас килмест-и? Мĕншĕн?

— Ой, яла куçса каяс та сăвă çырса пурăнас тени пулман, чăнах та. Ун валли шăплăх кирлĕ. Пурнăç кăткăслăхĕсемпе паллашни тата. Ку вара кирек ăçта та пулма пултарать.

— Сăвăсем çырăнмасан мĕн тумалла поэтăн?

— Куçармалла.

— Сăвă пуххисем сутăнмаççĕ тенине тăтăшах илтме пулать. Çак шухăшпа килĕшетĕн-и? Вулакансене поэзипе кăсăклантарас тесен мĕн тумалла?

— Тĕрĕсех пулĕ. Çавăнпа хамăрăн хастартарах пулмалла. Халĕ интернет пур вĕт, çав платформăра хамăра ытларах кăтартмалла, вулакана кăсăклантарма пĕлмелле. Халăхпа тĕл пулмалла. Библиотекăсене тав, ку енчен пире пулăшсах тăраççĕ.

— Паянхи чăваш поэчĕн еплерех пулмалла?

— Мĕнле пулас килет, çапла пулмалла. Чăвашла çырмалла!

— Поэзипе журналистикăран пĕрне кăна суйламалла пулнă тăк хăшне суйлăттăн тата мĕншĕн?

— Ун пек тавлашуллă ыйтусем ан пар-ха ĕнтĕ. Поэзи вăл — чун киленĕçĕ, журналистика вара — ĕç. Маншăн ĕçлекен пулсан поэзие çеç суйлама хирĕç мар эпĕ.

— Çывăх вăхăтра вулакансене мĕнпе савăнтарăн?

— Мĕнпе те пулин савăнтаратăпах. Кĕтĕр!

Ольга ИВАНОВА калаçнă

Никита ИЛЬИНĂН сăнӳкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6